Файл: Урок тс текстпа лемели урок.doc

ВУЗ: Не указан

Категория: Не указан

Дисциплина: Не указана

Добавлен: 29.03.2024

Просмотров: 5

Скачиваний: 0

ВНИМАНИЕ! Если данный файл нарушает Ваши авторские права, то обязательно сообщите нам.

К.В.Иванов «Нарспи» поэмă.

(«Силпи ялĕнче» сыпăкăн теми, тĕп шухăшĕ)

Урок тĕсĕ: текстпа ĕçлемели урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, «Нарспи» поэма илемĕпе киленме вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:«Силпи ялĕнче» сыпăкăн темипе тĕп шухăшне кластер тата синквэйн мелĕсемпе тупма хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасене шухăшлама, ĕнентерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тума пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, илемлĕ вулав, текстпа ĕçлесси, шырав-тĕпчев, кластер тата синквэйн тăвасси.

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: сăнарсене палăртакан кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси; хайлавра илемлĕх мелĕсемпе усă курнине палăртасси; уйрăм сăнарсем çинчен каласа парасси.

Словарь ĕçĕ:

Калăмĕлĕкхи чăвашсен хальхи мăнкун уявĕпе пĕр килнĕ çурхи тĕн уявĕ; аслă калăм – уяв пуçламăшĕ, мăнкун умĕнхи кун.

Кирлĕ хатĕрсем: мультимедиа проекторĕ; слайдсем; К.В.Иванов портречĕ;

«Нарспи» кĕнеки.

Урок эпиграфĕ: Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ,

çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш

поэзийĕн малтанхи алмазĕ…
Виталий Станьял, филологи наукисен кандидачĕ
Урок юхăмĕ:

  1. Класа йěркелени.

Оргмомент. У:-Ырǎ кун пултǎр ачасем!

В:- Ырǎ кун пултǎр вěрентекен!

У: - Пирěн пата хǎнасем килнě, вěсене сывлǎх сунар.

Дежурнǎйпа калаçни. У: - Паян класра кам дежурнǎй? В: - паян класра эпě дежурнǎй. Паян раштав уйǎхěн 19-мěшě, эрне кун. Класра… çук ( пурте пур)

2. Килти ĕç тĕрĕслени

а). К.В.Иванов пултарулăхне вĕреннине аса илни (тест).

1. К.Иванов ăçта çуралнă?

а) Чĕмпĕрте

ă) Пушкăртри Слакпуç ялĕнче

б) Тутарстанри Теччĕре
2.Иванов миçе çул пурăннă?

а) 25 çул

ă) 32 çул

б) 88 çул

3.К.Репин Ивановшăн кам пулнă?

а) унăн юлташĕ

ă) тăванĕ

б) шăллĕ

4. «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ». Кам вăл?

а) И. Яковлев

ă) К.Иванов

б) П.Хузанкай

5. «Нарспи» поэма авторĕ?

а) К.Иванов

ă) Н.Шупуççынни

б) К.Репин

б) Юрă итлесе урок темине ачасемпе тупаси. (презентаципе усă курни)

3. Урок йĕркипе паллаштарни. (слайд 2)


Урок темипе, эпирграфпа, тĕллевсемпе паллаштарасси (доска çине çырса хумалла; темине, эпиграфа ачасене тетраде çыртармалла).

План: (слайд 3)

  • «Нарспи» поэмă синчен кĕскен каласа параси (слайд 4)

  • «Силпи ялĕнче» сыпăкăн теми, тĕп шухăшĕ . (слайд 5)


4. Урок темипе ĕçлени.

а) «Çакă çутă тĕнчере…» сыпăкне учитель вулать

ă) Словарь ĕçĕ: (слайд 6)

Калăмĕлĕкхи чăвашсен хальхи мăнкун уявĕпе пĕр килнĕ çурхи тĕн уявĕ; аслă калăм – уяв пуçламăшĕ, мăнкун умĕнхи кун.

«Нарспи» поэмăри «Силпи ялĕнче» сыпăкăн темипе тĕп шухăшне кластер тата синквэйн мелĕсемпе палăртни. (слайд 7)
Э ТЕМ СИЛПИ ЯЛĔ ПУРНĂÇ
Çут çанталăк










Çут çанталăк



ЭТЕМ


1-мĕш çирĕм йĕркелĕхĕн кластер таблици(слайд 8)


Япала ячĕсем

Паллă ячĕсем

Глаголсем

Тĕнче(ре)

Этем(рен)

Шывсем

Çĕр

Хуçа

Этем

Тĕнчи(не)

Укçа(пала)

Эрех(ех)

Çын(на)

Ăс(ран)

Калăм

Эрни(нче)

Чăваш

Нÿхреп

Ăшĕ(нче)

Сăра

Йĕрки(пеле)

Праçник(е)

Кун

Урам(ра)

Çынсем

Каç

Вăрмана

Сасă

Çутă

Вăйли

Вăйлă

Аслă

Тарăн

Ÿсĕр

Хытăрах



Пулса

Тăрать

Пăхăнать

Кăларать

Ĕçмен-ши

Пĕтмен-ши

Ĕçнĕ

Çинĕ

Сикнĕ

Тăвас

Тетĕн

Иртнĕçем

Пулнăçем

каять


25 → этем (çын) – 4

тĕнче – 2

7 → вăйлă – 2

14





ă) кластер туни: Этеме мĕнлерех кăтартнă сыпăкра? (слайд 9)









IV. Урок темине çирĕплетни. (слайд 10)

Автор калас шухăша вĕренекенсем ăнланса илнине çирĕплетме, сыпăка тишкернине пĕтĕмлетсе синквэйн тăватп

1 япала ячĕ

2 паллă ячĕ

3 глагол

Предложени

Синоним (метафора)


Этем

Вăйлă, çутă

Пăхăнать, ĕçет, çиет

Вăйлă, çутă çын та хăй тĕнчине пăхăнать

Пурнăç

Хĕвел

Хытă, хаяр

Каять, хĕртет, йĕртет

Хытă, хаяр хĕвел хĕрхенмесĕр хĕртет.

Пурнăç
Ял

Аслă, ватă

Ларать, çавăрнă, пур

Аслă, ватă яла вăрман ăшне лартнă

Пурнăç



(Слайд 11. 12)


Тема

Тĕп шухăш

Проблема

Ĕлĕкхи пурнăç

Силпи таврашĕн, чăваш халăхĕн пурнăçне кăтартни

Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать
V. Килти ĕç.

«Силпи ялĕнче» сыпăка туллин вулăр.

VI. Урока пĕтĕмлетни, çĕнтерÿçĕсене чыслани. Рефлексия. (слайд 13)

Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп.

Сывă пулăр!


Сергиевски мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ

Кив-Якаль филиалĕ
7 класра

К.В.Иванов «Нарспи» поэмă

темăпа ирттернĕ урок конспекчĕ

Урока ирттерекен:

Утенкова Галина Виталиевна,

Кив Якаль шкулĕнче чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен .


Кив Якаль– 2014